Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Тимеш вăтам шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен 8-мĕш Уçă уроксен фестивалĕ иртрĕ. Кунта районти 8 вĕренекен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, урокра тĕрлĕ çĕнĕ технологипе ĕçлерĕ, ятарлă тĕллевсем патне çитрĕ,
Ядрицова А.А. тата Евграфова Р.А. 8-мĕш класра чĕлхе урокĕсем ирттерĕç.6-7 классенче литература урокĕсене Клементьева Л.Н., Михайлова Е.М, Кошелева Ю.В., Протасова Т.А., Анисимова О.Н. тата Григорьева Г.В. ирттерме кăмăл турĕç. Евдокимова Н.А. тата Ягодова О.В. «Паттăрсен çухалмĕ чапĕ» ятлă класс тулашĕнчи мероприятипе паллаштарчĕç.
Жюри членĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç. Ядрицова А.А. «Н.И. Ашмарин – чăваш чĕлхине тĕпчекен» урокпа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Михайлова Е.М. тата Клеменьева Л.Н. пулчĕç. Вĕсем «Сурпан тĕрри» хайлав тăрăх философиллĕ урок ирттерчĕç. Класс тулашĕнчи мероприятине йĕркелекенсем те- Евдокимова Н.А. тата Ягодова О.В. – çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.
Кошелева Ю.В («Ăçтан пуçланать Тăван çĕр-шывăм?»), Протасова Т.А. («Туслăхра-вăй»), Евграфова Р.А. («Диалог. Полилог. Монолог»), Анисимова О.Н. тата Григорьева Г.В. («Чăваш çĕр-шывĕн мухтавлă çыннисем») фестиваль призёрĕсем пулса тăчĕç.
Чăваш Тимеш вăтам шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе килнĕ хăнасене савăнтарчĕç. |