Размер шрифта: A A A Изображения Выключить Включить Цвет сайта Ц Ц Ц Х
МБОУ "Чуваштимяшская СОШ"
Четверг, 21.11.2024, 09:38
» Меню сайта
» Наш опрос
На сколько Вы удовлетворены качеством предоставляемых образовательных услуг (%)
Всего ответов: 23
» Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
» Документы
  • Документы ФГОС ООО (5-9)
  • » Всероссийская акция «Минута телефона доверия»
  • Доверие родителей-помощь детям
  • »
  • Наркотики-путь в один конец
  • »
  • Осторожно: мошенники!
  • » Акция "Молодежь за ЗОЖ"
  • Молодежь за здоровый образ жизни
  • »
  • Снижение документационной нагрузки на педагогических работников
  • »
  • Фестиваль "АСАМ"
  • »
  • Губернаторский лагерь
  •    

     2023 -Ака уйăхĕн 18- мĕшĕ.

    8-мĕш класара вĕренекенсем И.Я.Яковлев чăваш халăхне парса хăварнă Халалпа маларах та паллашнăччĕ. Халĕ вара ăна питĕ тĕплĕ тишкерсе тухрăмăр. Çак Халал пирĕншен тĕп саккун пулса тарать, мĕншĕн тесен çак саккуна тĕпе хурса пурансан пире пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме çăмăлтарах пулать.

    Чи малтанах аслă Улăпăмăр Турра ĕненсе килĕшÿпе пурăнмаллине асăнать. Çакна яланах асра тытасчĕ! Вырăс халăхĕпе килĕшÿллĕ пурăнмаллине те çирĕплетет Иван Яковлевич: «Вырăс халăх савăнăçĕпе эсир те савăнмалла пултăр Вырăс халăхĕ питĕ пысăк халăх. Вăл ăслă, ырă, кăмăллă; эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă.. Ăна эсир юратса пурăнăр, унпа тачă пурăнма тăрăшăр». Вырăспа чăваш ĕмĕрĕпе килĕштерсе, тату пурăннă, йывăрлăхра пулăшса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем тĕрĕслĕх тата хÿтлĕх шыраса Вырăс патшалăхне çитнĕ. Унта вара хапăлласах йышăннă чăваш çыннисене. Çемьене, ĕçе тĕп вырăна хумаллине те çирĕплетсе палăртать И.Я.Яковлев.

    Çакăн пек çыхăну пĕр-пĕрин çемйине, чĕлхине, хутшăнусене аталантарма пулăшать, чăваш культурипе вырăс культурине çирĕплетме çулсем уçса парать.

     

    Ака уйăхĕн 19-мĕшĕ.

     

    Çак кун 9 класс вĕренекенĕсемпе «Чăваш çырулăхĕн аталанăвĕ» çавра сĕтел ирттертĕмĕр. Чи малтанах кивĕ çырулăхпа паллашрăмăр. Ку çырулăх тапхăрĕ 18 ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пуçланнă та 19 ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче вĕçленнĕ.

    Чăваш сăмахĕсем кĕнекере чи пирвай 1730-мĕш çулта çапăнса тухнă. Ф.И.Страленберг çырнă ку кĕнекене. Тĕпчевçĕ чăваш сăмахĕсене çырнă чух йăнăшсем нумай кайнă. 18 ĕмĕрте ытти тĕпчевçĕсем те алă вĕççĕн чăваш сăмахĕсене çыра-çыра илнĕ.

    Н.И.Золотницкий 1874 çулта «Чăваш календарĕ» кăларать. Унта сăмахсене йăнăш çырни палăрать.

    И.Я.Яковлев хатерленĕ алфавит чăвашсемшен чи кирли те шанчăкли шутланнă. 1871-мĕш çулта 47 сас паллирен тăнă, тепĕр çултан 20 сас паллине кăларма тивнĕ. 1873-мĕш çулта 25 сас палли хăварсан вăл 60 çула яхăн ĕçлĕ алфавит шутланнă. Вырăс алфавитĕнчен илнĕ сас паллисем хушăнсан 37 сас паллилĕ алфавитпа паянхи кунчченех усă куратпăр.

    Çавра сĕтел питĕ тухăçлă пулчĕ, вĕренекенсен тĕрлĕ ыйтусем çуралчĕç, хуравĕсем те тупанчĕç. Ку пулăм вĕсен асĕнче яланлăхах тăрса юлĕ.

     

    Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ.

     

    Çак кун 8-9 классемпе ирех тăван хуламăра çул тытрăмăр. Чи малтанах экономикăпа технологи колледжĕнче профориентаци енĕпе мастер классемпе паллашрăмăр. Ку вара вĕрентекенсене питĕ хавхалантарса ячĕ. Хăш-пĕрин кунта вĕренме кĕрес туртăмĕ те çуралчĕ.

    Малаллахи çул Чăваш патшалăх академии драма театрне пулчĕ. Кăнтăрла шăпах вĕренекенсем валли И.М.Степанов – Кошкинский çырнă «Вĕри юнлă çемçе чун спектакль куртăмăр. Ачасем Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пулчĕç, пурнăçри хура-шурра тупса палăртрĕç.

    Çул çÿрев кăмăллă иртрĕ.

     

     

     

     

    Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ.

     

    Çак кун Мускаври Патшалах Думин пĕчек залĕнче И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕшĕн трăăшнă просветитель çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа «Заветы великих просветителей России как ключ к объединению народов» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Çак мероприятие чăваш челхипе литература вĕрентекенĕ Н.А.Евдокимова та хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ.

    И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ , Халалĕ, чăваш халах аталанăвенче пысăк выран йышăннине палартса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тухса калаçрĕ. Çавра сĕтеле хутшăннисем те витĕмлĕ сăмахсемпе калаçрĕç. Халахсен хушшинче килĕшÿпе пĕрлĕх пулсан çеç эпир вăйлă тесе пĕтĕмлетрĕç çавра сĕтеле хутшăннисем.

     

    Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ.

     

    Пиллĕкмĕшсемпе паян «Хĕвел çулĕпе» ятлă 2 пайран таракан илемлĕ фильм куртăмăр.

    Ачасем И.Я.Яковлевăн ачалăх çулĕсемпе, унан веренес тĕллевĕ пысăк пулнине, чăваш халăхне епле те пулсан çутта кăларас шухăшĕпе паллашрĕç. Ванюшка –çапла чĕннĕ ăна ача чухне- маттур та пултаруллă, ăслă та тавçăруллă пулнипе паларса тăрать. Тата ăна аталанма чăваш халахĕн йăли-йерки те нумай пулашнине курчĕç пиллĕкмĕшсем. Фильм пурин кăмăлне те кайрĕ, уйрăмах Ванюшка сăнарĕ пурне те хавхалантарчĕ. Ачасен те ун пек пулас килчĕ.

    Çак кун тата 7 класс вĕренекенĕсемпе «Тавçăруллисен ăмартăвне» ирттертĕмĕр. Чăваш пурнăçне сăнлаканыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç кунта. Фольклор, паллă çынсем çинсчен калакан çунатлă çамахсем, кулăшла ыйтусем те вырăн тупрĕç ăмăртура. Хĕр ачасем хушшинче тупăшу çивĕч пулчĕ. (Ар çын ачасем малтанхи туртах тухса ÿкрĕç).

    Саутиева Лейла çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 2-мĕш вырăнта-Герлова Ксения, 3-мĕш вырăна Алексеева Оксанăпа Гаврилова София тивĕçрĕç.

    Саламлатпăр! Малалла та çапла маттур пулăр!

     

    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ.

     

    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Пĕтĕм шкул – вăренекенсем ачасем чăваш тумĕпе чăваш вăййине тухрĕ. Чи малтанах вăйă карти йĕркелесе «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан…» юрă юрларăмăр. Ун хыççăн тăваттăмешсене И.Я.Яковлев мăнукĕсен ретне илчĕç саккăрмĕшсем. Вĕсем малалла та тарăшса веренме, пултаруллă та маттур, тĕслĕх пулма сăмах пачĕç. Вăйă карти илемлĕн çаврăнчĕ, юхрç те юхрĕç юрăсем. Кашни класс хăйен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Саванса алă çупни нумайччен янараса тăчĕ.

    Саккăрмешсем те тупăшăва тухрĕç. Вĕсем «Маттур чăваш ачи» ăмăртăва хутшăнчĕç. Тĕрлĕ ыйтăва хуравлама тÿр килчĕ вĕсен, хăйсен маттурлăхĕпе паллаштармалла пулчĕ. Аптракан таврашсем пулмарĕç саккăрмĕшсем. Хăйсене тивĕçлипех хÿтĕлерĕç.

    Маттурах çав пирĕн чăваш ачисем!

     

    Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ.

     

    Йăлана кĕнипе кашни çулах эпир «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» çыратпăр. Кăçал та ку диктанта çырма 5-9 классем хушшинчен 18 ача çырма, хăйсене тĕрĕслеме шутларĕç. Диктант тексчĕ çав тери витĕмле пулчĕ. Паллах, вăл И.Я.Яковлевпа çыхăннăскер.

    18 вĕренекен те диктанта лайăх çырчĕ. Ку пĕтемлетÿ пурне те савăнтарчĕ.

    Вĕреннин усси çав тери пысăк çав, çавна пĕлсе тарасчĕ!

    Улттăмешсем те çак кун тупăшăва пуçтарăнчĕç. Икĕ ушкăна пайланса «Чĕкеçсемпе» «Чĕвелти чĕкеçсем» ăмăртрĕç, весен хăйсен пултарулăхне кашни чаранурах кăтартмалла пулчĕ. Арпашăннă сăвă йĕркисене кирлĕ пек вырнаçтарчĕç, тупмалли юмахсене тупрĕç, тĕссен пĕлтерĕшесене уçса пачĕ, числосен варттăнлăхĕпе те паллашрĕç. Тупăшура туслăх çĕнтерчĕ. Улттăмĕшсен савăнăçĕ иксĕлми пулчĕ!

     

    Ака уйăхĕн 28-мĕшĕ.

     

    Çулсерен ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патшалах символĕсен куне паллă тăватпăр. Çавна май 6 класс вĕренекенĕсемпе Чăваш Республикин символĕсемпе паллашрăмăр, вĕсен пĕлтерĕшне уçса патăмар, вĕсене пурнăс парнелекенĕн – Элли Юрьевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентĕмĕр. Патшалăх символесене çирĕплетсе паракан видеоролик пăхса савăнтăмăр. Чăваш халăхĕн пурнăç аталанăвĕнче тăван чĕлхе-чăваш чĕлхи-пысак та паллă выран йышăннине палартса хăвартăмăр.

    Кашни кунăн, уявăн хăйĕн историйĕ. Пĕлтерĕшлисене ялан асра тытасчĕ.

                                       

    «Родные языки России»

    Ырă кун пултăр пурне те! Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн шкулта Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ.

    Пурне те çак эрне пуçланнă ятпа саламлатăп. Тухăçлă ĕçлеме ăнăçусем сунатăп.

    Çак кун 5-мĕш класра вĕренекенсем тăван чĕлхе, суралнă çĕрĕм- шывăм çинчен сăвăсем вуласа савăнтарчĕç. Пĕри тепринчен маттуртарах, хастартарах. Çакна каласа хăварас килет: ачасем, чăнах та, тăван çĕре, тăван чĕлхене юратни, унпа мăнаçланни куç кĕретех.

    Чи пултаруллисем, диплома тивĕçнисем: Кузьмина Карина, Савельева Ксения, Ефремова Карина, Евдокимов Андриан, Ивашкин Владислав, Михайлов Артем.

    Сире малашне те ăнăçусем сунатпăр!

    Евдокимова Надежда Алексеевна – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

                                     

    НАЦИ ВĔРЕНĔВĔ. НАЦИОНАЛЬНОЕ ОБРАЗОВАНИЕ ---http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=121&id=2318508

    Чăваш чĕлхипе литератури, культурипе историйĕ ---http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=121&id=1981467                            

        

     

     

    » Вход на сайт
    » Поиск
    »
  • Запишите детей в первый класс через госуслуги
  • »
  • Сообщество о деятельности Главы Чувашской Республики Николаева Олега Алексеевича.
  • »
  • Антитеррористическая безопасность
  • »
  • Федеральная сеть центров образования естественно-научного направления"Точка роста
  • »
  • Уполномоченный по правам ребёнка в Чувашской Республике
  • »
  • О Детском телефоне доверия
  • »
  • Воспитание в школе
  • »
  • Единая Модель Профориентации
  • »
  • 9 МАЯ- ДЕНЬ ПОБЕДЫ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ
  • »
  • Трудовой подвиг строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей
  • » Навигатор профилактики
  • Навигатор профилактики девиантного поведения
  • » Календарь
    «  Ноябрь 2024  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
        123
    45678910
    11121314151617
    18192021222324
    252627282930
    » Архив записей
    » Друзья сайта
  • Администрация района
  • Министерство образования ЧР
  • Сайт Хуснетдинова Э.Р
  • Сайт Хуснетдиновой Л.Г.
  • Инструкции для uCoz
  • »
  • 9 МАЯ -ДЕНЬ ПОБЕДЫ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ
  • »
  • Пожарная безопасность в каникулярное время
  • » Электронный журнал
  • Вход в журнал
  • » Согласие родителей
  • Персональныеданные.дети
  • » Месячник
  • Оборонно-массовая и спортивная работа
  • » Документы
  • Документы ФГОС ООО (5-9)
  • »
  • Капитальный ремонт спортивного зала
  • » ВФСК ГТО
  • «ГТО»— система физкультурно-спортивного воспитания
  • » Чӑваш чӗлхи эрни
  • Неделя чувашского языка
  • »
  • Десятилетие детства
  • Copyright MyCorp © 2024uCoz