Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акци иртрĕ. Евдокимова Н.А., шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекекен, малтанах диктант çырма пухăннисене Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕ, пурне те ăнăçу сунчĕ, ĕç йĕркипе паллаштарчĕ.
Диктант тексчĕ «Уçлăхра – икĕ космонавт» чăвашсен пĕрремĕш космонавчĕ Андриян Николаевпа украина çынни Павел Попович çинчен пулнă май, Надежда Алексеевна пухăннисене çак мухтавлă çынсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Кăçал Чăваш республикинче «Мухтавлă ентешсен çулталакне» паллă тăваççĕ, тата çурла уйăхĕнче Андриян Григорьевич Николаев космоса вĕçнĕренпе шăпах 60 çул çитет.
Диктант çырма ытларах аслă классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем килĕшрĕç. Диктанта аван çырнине те асăнса хăвармалла, мĕншĕн тесен вĕсенчен 72% – «5» паллă, 28% – «4» паллă илнĕ. |