Размер шрифта: A A A Изображения Выключить Включить Цвет сайта Ц Ц Ц Х
МБОУ "Чуваштимяшская СОШ"
Воскресенье, 19.05.2024, 00:17
» Меню сайта
» Наш опрос
Готовы ли Вы рекомендовать нашу школу своим родственникам и знакомым?
Всего ответов: 17
» Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
» Документы
  • Документы ФГОС ООО (5-9)
  • » Всероссийская акция «Минута телефона доверия»
  • Доверие родителей-помощь детям
  • »
  • Наркотики-путь в один конец
  • »
  • Осторожно: мошенники!
  • » Акция "Молодежь за ЗОЖ"
  • Молодежь за здоровый образ жизни
  • »
  • Снижение документационной нагрузки на педагогических работников
  • Главная » 2022 » Апрель » 25 » НЕДЕЛЯ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА И ЛИТЕРАТУРЫ
    16:28
    НЕДЕЛЯ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА И ЛИТЕРАТУРЫ

    БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии » «Чăваш чĕлхи эрни / Неделя чувашского языка» (cap.ru)

    Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр — çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Тÿре-шарасем чăрмав кÿнине, ытти йывăрлăхсене пăхмасăр И.Я.Яковлев хăй умне лартнă тĕллев патнелле çирĕппĕн утнă. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историне кĕрсе юлать. Кунта вĕренсе тухнă, учитель ятне илнĕ вун-вун чăваш çамрăкĕ ялсем тăрăх саланса тăван халăх хушшинче пĕлÿ сарнă. Пĕлĕвĕ вара тĕрлĕ енлĕ пулнă: вулама-çырма çеç вĕрентмен, ял хуçалăх ĕçне наука ыйтнă пек йĕркелеме те, ал ĕç ăслайĕсене те т. ыт. те хăнăхтарнă. Чĕмпĕр шкулĕнчен вĕренсе тухнă Константин Иванов, Федор Павлов, Иоаким Максимов-Кошкинский тата ыттисем те чăваш культуришĕн тĕлĕнмелле сумлă ĕçсем туса хăварнă.

    1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературине ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.

    Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине те, унти вĕренÿ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине те манар мар. Патша саманинче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хаклаççĕ.

    И.Я .Яковлев темиçе ют чĕлхе пĕлнĕ, тĕрлĕ çĕршыв ученăйĕсемпе çыхăну тытнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Чĕмпĕре тĕрлĕ ыйтусемпе канаш илмешкĕн ятарласа килнĕ.

    Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр.

    Просмотров: 176 | Добавил: moiseevalarisa1962 | Рейтинг: 0.0/0
    Всего комментариев: 0
    avatar
    » Вход на сайт
    » Поиск
    »
  • Запишите детей в первый класс через госуслуги
  • »
  • Сообщество о деятельности Главы Чувашской Республики Николаева Олега Алексеевича.
  • »
  • Год педагога и наставника
  • »
  • Антитеррористическая безопасность
  • »
  • Федеральная сеть центров образования естественно-научного направления"Точка роста
  • »
  • 2022-год выдающихся земляков Чувашии
  • »
  • Уполномоченный по правам ребёнка в Чувашской Республике
  • »
  • О Детском телефоне доверия
  • »
  • Воспитание в школе
  • »
  • Неделя профессий
  • »
  • 9 МАЯ- ДЕНЬ ПОБЕДЫ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ
  • »
  • Трудовой подвиг строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей
  • » Навигатор профилактики
  • Навигатор профилактики девиантного поведения
  • » Календарь
    «  Апрель 2022  »
    ПнВтСрЧтПтСбВс
        123
    45678910
    11121314151617
    18192021222324
    252627282930
    » Архив записей
    » Друзья сайта
  • Администрация района
  • Министерство образования ЧР
  • Сайт Хуснетдинова Э.Р
  • Сайт Хуснетдиновой Л.Г.
  • Инструкции для uCoz
  • »
  • 9 МАЯ -ДЕНЬ ПОБЕДЫ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ
  • »
  • Пожарная безопасность в каникулярное время
  • » Электронный журнал
  • Вход в журнал
  • » Согласие родителей
  • Персональныеданные.дети
  • » Месячник
  • Оборонно-массовая и спортивная работа
  • » Документы
  • Документы ФГОС ООО (5-9)
  • »
  • Капитальный ремонт спортивного зала
  • » ВФСК ГТО
  • «ГТО»— система физкультурно-спортивного воспитания
  • » Чӑваш чӗлхи эрни
  • Неделя чувашского языка
  • »
  • Десятилетие детства
  • Copyright MyCorp © 2024uCoz