2022 çул. «Чăваш чĕлхи эрни
Пурне те ырă кун пултăр!
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕ, тунти кун.
Çак тĕлĕнмелле те ырă кун Чăваш чĕлхи эрнине пуçларăмăр.
Эпир-аслă халăх, эпир –ватă та ăслă, çамрăк та маттур халăх.
Пирĕн тымар тарăн, çавăнпа пурнăç йывăçĕ тĕреклĕ.
Çакăн ытарлă сăмахсемпе пуçларăмăр та пиллĕкмĕшсемпе хамăрăн çĕр-шыв, халăх тата хамăрăн тăван чĕлхе пирки.
Кăçалхи çулталăка Раççĕйре Культура эткерлĕхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш енре вара – Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Чăваш халăхĕшĕн чыслă та сумлă çыннăмăрăн пултарулăхĕпе паллашса «И.Я.Яковлев çамрăксен чĕринче» ятлă фильм пăхрăмăр. Авалхи пурнăçпа хальхи пурнăçа танлаштартăмăр, аталану çул-йĕрне тишкертĕмĕр.
Çавна май Тихăн Петĕркки çырнă «Çутталла» пьесăн пĕчĕк пайне выляса та илтĕмĕр.
Читать далее
|