Паянхи кун, ака уйăхĕн 29-мĕшĕ, Чăваш Республикин символĕсен кунĕпе палăрса тăрать.
Кашни патшалăхăнах хăйĕн символĕсем пур. Вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Çак символсем патшалах суверенитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ.
Çакăн пек калаçуран пуçланчĕ те паянхи класс сехечĕ. Чăвашсен гимне те юрларăмăр, герб, ялав тата гимн пĕлтерĕшĕсене те уçса патăмăр. Калаçăва пĕтĕмлетсе видео та пăхрăмăр.
Юлашкинчен çапла палăртса хăварас килет: тăван патшалах символесене хисеплесси- кашни çын тивĕçĕ пулмалла. |