Ака уйăхĕн 18- мĕшĕ.
8-мĕш класара вĕренекенсем И.Я.Яковлев чăваш халăхне парса хăварнă Халалпа маларах та паллашнăччĕ. Халĕ вара ăна питĕ тĕплĕ тишкерсе тухрăмăр. Çак Халал пирĕншен тĕп саккун пулса тарать, мĕншĕн тесен çак саккуна тĕпе хурса пурансан пире пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме çăмăлтарах пулать.
Чи малтанах аслă Улăпăмăр Турра ĕненсе килĕшÿпе пурăнмаллине асăнать. Çакна яланах асра тытасчĕ! Вырăс халăхĕпе килĕшÿллĕ пурăнмаллине те çирĕплетет Иван Яковлевич: «Вырăс халăх савăнăçĕпе эсир те савăнмалла пултăр Вырăс халăхĕ питĕ пысăк халăх. Вăл ăслă, ырă, кăмăллă; эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă.. Ăна эсир юратса пурăнăр
...
Читать дальше »