Йĕпреç муниципалитет округĕн шкулĕсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенĕсем ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи мÿзейĕнче «Чăваш вăййи» уяв ирттерчĕç. Çак уява И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕн Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалларĕç. Уяв Чăваш чĕлхипе литература вĕретекенсен пĕрлешĕвĕпе ЧНК вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе иртрĕ.
Шкул ачисен уявĕн илемĕ вăйă карти пулчĕ. Чăваш тумлă шкул ачисемпе вĕрентекенсем алла-аллăн тытăнса вăйă карти туса юрлама пуçларĕç. Вĕсем карталанса юрла-юрла танлă утрĕç, пысăк вăйă карти тикĕссĕн те хуллен шурĕ. Вăл калама çук илемлĕ те чăннăн курăнчĕ. «Хурăн çулçи, хурăн çулçи çурăлсан...» юхрĕ юрă инçете.
Музей картишĕнчи авалхи çуртсем вырнçнă симĕс çеремлĕ лапамра çаврăнакан вăйă карти калама çук илемлĕн те питех те асамлăн куранчĕ, аваллăха аса илтерчĕ.
Уява округри пур шкултан та килнĕ. Ачасен юрри-сăвви,
...
Читать дальше »