Размер шрифта: A A A Изображения Выключить Включить Цвет сайта Ц Ц Ц Х
МБОУ "Чуваштимяшская ООШ"(с 01.07.2025)
Воскресенье, 13.07.2025, 01:19
» Меню сайта
» Наш опрос
Оцените сайт
Всего ответов: 26
» Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0
» Документы
  • Документы ФГОС ООО (5-9)
  • » Всероссийская акция «Минута телефона доверия»
  • Доверие родителей-помощь детям
  • »
  • Наркотики-путь в один конец
  • »
  • Осторожно: мошенники!
  • » Акция "Молодежь за ЗОЖ"
  • Молодежь за здоровый образ жизни
  • »
  • Снижение документационной нагрузки на педагогических работников
  • »
  • Фестиваль "АСАМ"
  • »
  • Губернаторский лагерь
  • Главная » 2025 » Апрель » 28 » Тăван чĕлхе-асаттесен пехилĕ.
    07:24
    Тăван чĕлхе-асаттесен пехилĕ.

    Фотографии

    Тăван чĕлхемĕрçĕм… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне,  чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах.

             Тăван чĕлхемĕрçĕм… Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кÿршĕсен ырă кăмăлĕ.

             Тăван чĕлхемĕрçĕм… Тăван çĕр-шывăмăрçăм…Тăван аннемĕрçĕм… Эппин, ăслă ывăл-хĕр пуласчĕ пурин те пирĕн.

    Ака уйăхĕн 21-25-мĕш кунĕсенче шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Çак эрнене чи малтан пиллĕкмĕшсем уçрĕç. Вĕсем аслă вĕрентекенĕмĕр – И.Я.Яковлев  - пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.  Унтан хаваслисемпе тавçăруллисен конкурсне пуçăнчĕç.  Кунти ĕçсем пурте тăван çĕрпе-Чăваш Республикипе – çыхăнчĕç, чăваш картипе те паллашрĕç, ăна пазл мелĕпе пуçтарчĕç. Малти вырăнта Чугарова Снежана, 2-мĕш вырăнта Гордеева Настя, 3-мĕш вырăнта Кузьмин Дима пулчĕç. Пурте диплома тивĕçрĕç.

    Çак кунхине саккăрмĕшсемпе «Тĕлĕнтермĕш кăлтăрмач» вăйă иртрĕ. Вĕсем чăваш литературин паллă çыравçисемпе паллашрĕç, вĕсен ĕçĕсене тишкерчĕç, тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç. Вăйă çĕнтерÿçи Анисимова Арина пулчĕ, Сорокина Дарья призёр пулса тăчĕ. Çак вăйă вĕренекенсен ăс-хакăлне аталантарчĕ,  шухăш –кăмăлне  уçăмлатрĕ.

           Ака уйăхĕн 22-мĕшĕ.  Хăнара 6-мĕш класс вĕренекенĕсем пулчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне «Реклама тĕнчинче» кăтартрĕç. Паянхи пурнăçа кунсерен тем тĕрлĕ реклама та кĕрет. Вĕсем пурте пире çĕнĕлĕхпе, илемпе, тĕлĕнтермĕшпе паллаштараççĕ. Улттăмĕшсем виçĕ ушкăна пайланса чăваш халăх пянлăхĕпе паллаштарчĕç, ăна реклама мелĕпе ÿкерсе тупăшрĕç. «Капăр тухья» ушкăн çĕнтерÿçĕ пулчĕ, вĕсем чăваш капăрлăхĕпе-тухьяпа-паллаштарчĕç. «Çамрăк çеçпĕлсемпе» «Сарă хĕрсем» призёр пулчĕç. Вĕсем чăваш пылĕпе тĕрĕллĕ чăваш кĕпине хÿтĕлерĕç. «Реклама тĕнчи» конкурс пурин кăмăлне те кайрĕ.

    Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ.  5-мĕш класс ачисем «Хĕвел çулĕпе» илемлĕ фильм курчĕç. И.Я. Яковлевăн ача чухнехи пурнăçĕпе туллин паллашрĕç, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

          Çак кун 5-9 классенче вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2025» çырчĕç. Диктант текстне В.Алентей çырнинчен илнĕ. Вăл «Çĕнтерÿçĕ салтак» ятлă. Диктант çырма 11 вĕренекен кăмăл турĕ.

    Виçĕ ача «5» илчĕ, вĕсем- Васильева Светлана (8 класс), Алексеева Оксана (9 класс) тата Саутиева Лейла(9класс).

    Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ тухăçлă пулчĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем «Эпĕ-чăваш ачи» илемлĕ вулакансен конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ачасем сăвăсене тулли кăмăлпа, савăнăçпа каларĕç, куракансене тыткăнларĕç.

    Григорьев Роман, Савельев Савелий, Васильев Тимофей çĕнтерÿçĕсем  пулса тăчĕç, 2-мĕш вырăнта Николаева Виктория, Козлов Алексей, Кудрявцева Ева, Степанов Роман пулчĕç, Герасимова Аделина, Белов Даниил, Иванов Артём виççĕмĕш вырăна пайларĕç.

          9 класс вĕренекенĕсемпе «Уçă саслă шăнкăравăм» ятпа класс тулашĕнчи заняти иртрĕ. Чăваш халăх пурнăçĕнче шăнкăрав пысăк вырăн йышăннине, уявсенче, йăла-йĕркере яланах ырăлăх паракан вăй шутланнă. Шăнкăрав музыка инструменчĕ те, çав вăхăтрах ачасен калаçу  чĕлхине уçмалли хатĕр те.

    Паянхи куна илсен, Чăваш енре çуралакан кашни ачана парнепе пĕрле тетте шăнкăрав параççĕ, вăл ачана аталантарма пулăшать.  

    Шкулĕпех вăйă карти йĕркелерĕмĕр, юрларăмăр, тĕрлĕ хавхалануллă вăйă вылярăмăр. Савăнăçлă лару-тăрура тăваттăмĕшсем И.Я.Яковлев мăнукĕсем пулса тăчĕç, вĕсене саккăрмĕшсем хĕрлĕ галстук çыхса ячĕç. Вĕсем Тăван çĕр-шыва юратма, тăрăшса вĕренме, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх пулма тупа турĕç.

     

    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕхипе литератури вĕрентекенĕ Н.А.Евдокимова «Пĕрлĕхре-вăй» форумăн «Чĕлхене упрани-чăваш халăх пуласлăхĕн никĕсĕ» регион конференцине хутшăнчĕ.

     

    Просмотров: 33 | Добавил: moiseevalarisa1962 | Рейтинг: 0.0/0
    Всего комментариев: 0
    avatar
    » Вход на сайт
    » Поиск
    »
  • Запишите детей в первый класс через госуслуги
  • »
  • Сообщество о деятельности Главы Чувашской Республики Николаева Олега Алексеевича.
  • »
  • Антитеррористическая безопасность
  • »
  • Федеральная сеть центров образования естественно-научного направления"Точка роста
  • »
  • Уполномоченный по правам ребёнка в Чувашской Республике
  • »
  • О Детском телефоне доверия
  • »
  • Воспитание в школе
  • »
  • Единая Модель Профориентации
  • »
  • 9 МАЯ- ДЕНЬ ПОБЕДЫ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ
  • »
  • Трудовой подвиг строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей
  • » Навигатор профилактики
  • Навигатор профилактики девиантного поведения
  • » Календарь
    «  Апрель 2025  »
    Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     123456
    78910111213
    14151617181920
    21222324252627
    282930
    » Архив записей
    » Друзья сайта
  • Администрация района
  • Министерство образования ЧР
  • Сайт Хуснетдинова Э.Р
  • Сайт Хуснетдиновой Л.Г.
  • Инструкции для uCoz
  • »
  • 9 МАЯ -ДЕНЬ ПОБЕДЫ В ВЕЛИКОЙ ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ВОЙНЕ
  • »
  • Пожарная безопасность в каникулярное время
  • » Электронный журнал
  • Вход в журнал
  • » Согласие родителей
  • Персональныеданные.дети
  • » Месячник
  • Оборонно-массовая и спортивная работа
  • » Документы
  • Документы ФГОС ООО (5-9)
  • »
  • Капитальный ремонт спортивного зала
  • » ВФСК ГТО
  • «ГТО»— система физкультурно-спортивного воспитания
  • » Чӑваш чӗлхи эрни
  • Неделя чувашского языка
  • »
  • Десятилетие детства
  • »
  • Школьная служба примирения
  • Copyright MyCorp © 2025uCoz