9 класра "Салтак ҫырнӑ виҫ кётеслё ҫырусем" ятлӑ Уҫӑ урок иртрё. Ӑна Ҫёр-шыв хӳтёлевҫисен кунне халалланӑ.
Ҫак урокра вёренекенсем мирлё пурнӑҫра та, вӑрҫӑ вӑхӑтёнче те ҫырусен пёлтерёшне пёлчёҫ. Виҫ кётеслё ҫырусем фронтпа тыла ҫыхӑнтаракан шанчӑк кайӑкёсем пулнине, вёсен тытӑмёпе ҫырас ӑсталӑха пёлӳ таблицине вырнаҫтарчёҫ.
Ҫак урокра ачасем Волгоград хулинчи Виҫ кётеслё ҫыру палӑкёпе паллашрёҫ, Петраков майор хёрё патне ҫырнӑ ҫырӑва вуларёҫ.
"Астӑвӑм" кёнекери паттӑрсене аса илсе шӑплӑх минучё те йёркелерёҫ тӑххӑрмёшсем, Корнилова Василисӑпа Герлова Ксения хӑйсен ват аслашшёсем ҫинчен каласа кӑтартрёҫ. Вӑрҫӑра пуҫне хунӑ, хыпарсӑр ҫухалнӑ, тӑванла вил тӑприсенче канлёх тупнӑ паттӑрсен ячёсем Мускаври "Патриот" паркри "Астӑвӑм ҫулёпе" музей упрать.
Паянхи кун Украина ҫёрё ҫинчи Ятарлӑ ҫар операцийёнче те виҫ кётеслё ҫырусем пысӑк пёлтерёшлё, вёсене ача садёнчисенчен пуҫласа шур сухаллӑ ватӑсем таранах мирлё пурнӑҫ часрах ҫитессе шанса ҫыраҫҫё.
Ҫёр ҫинче ёмёр мирлё пурнӑҫ хуҫалантӑр.
Евдокимова Н. А. |