Ку эрнери класс сехетне Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалларăмăр. Чи малтанах çак историллĕ кун епле пуçланса кайнине пăхса тухрăмăр. Калаçу хыççăн историллĕ видео пăхса ăна тишкертĕмĕр, тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр.
Куçăмсăр мелпе Мускаври Хĕрлĕ площадьре пулса Д.Пожарскипе К.Минина халалласа лартнă палăкпа паллашрăмăр.
Паттăрсемпе эпир мăнаçланатпăр.
Çак эрнерех эпир 10 класс ачисемпе «Ултавçăсенчен упранмалла» темăпа калаçу ирттертĕмĕр.
Паянхи куна илсен пирĕн пурнăçра лăпкăсăрлăх хуçаланать. Пĕ-пĕрне суясси, çăмăл мелпе пĕр самантрах укçаллă пулса тăрасси йăлана кĕчĕ тесен те юрать. Çавăнпа та мошенниксем кашни утăмрах хăйсен усламĕ пирки шухăшласа укçаллă пулас тесе банк картипе çыхăннă суя ĕçсем туса ирттереççĕ.
Хальхи вăхăтра нумай ачан банк карти пур. Ку пĕр енчен илсен лайăх пулăм, тепĕр енчен йывăрлăх кăларса тăратать. Пур çĕрте те тимлĕ пулмалла.
Ачасене те çак пулăм шутлаттарать, тимлĕрех пулма сĕнет.
Çанталăк хĕл енне сулăннă пирки кашни ачан çул çинчи харушсăрлăх правилисене тĕпе хумалла. Кашни ирех вĕренекенсемпе çакăн пирки калаçу ирттеретпĕр, çул çинче правилăсене пăхăнса çÿремелли пирки асăрхаттаратпăр.
Тимлĕ тата асăрхануллă пулни пурнăçа упраса хăварма пулăшать.
Вĕренекенсемпе «Тĕрĕс апатлану» çавра сĕтел ирттертĕмĕр. Чи малтанах Кузьмина Светлана ку темăпа кĕскен паллаштарчĕ. Унпа килĕшнипе килĕшменнине ушкăнпа сÿтсе яврăмăр.
Алексеева Наташа вара ача-пача рационĕнчи çимĕçсемпе паллаштарса «Кам маларах» ыйту вăййи ирттерчĕ. Свиридова В., Захарова М., Ефремова А., Пашкова А. тавçăруллă пулни палăрчĕ.
Çавра сĕтеле кроссворд мелĕпе малалла Григорьева Людмила тăсрĕ. Пурте тăрăшса ĕçлерĕç.
Юлашкинчен тĕрĕс апатланăва тĕпе хурса Морковкина А., Захарова М., тата Корнилова М. хăйсен эрнелĕх апатлану йĕркипе (менюпа) паллаштарчĕç. Пурне те интереслентерчĕ çавра сĕтел.
Апатлану тĕрĕс пулсан сывлăх та пулать! |