Паян, пуш уйӑхён 16 мёшёнче, Йёпреҫри тёп вулавӑшра муниципалитет шайёнче "Реклама тёнчи" конкурс иртрё. Чӑваш Тимеш вӑтам шкулён 5-мёш класс вёренекенё Вяцкова Дарья та хӑйён вёрентекенё Н. А. Евдокимова ертсе пынипе ҫак конкурса хутшӑнчё. "Чи лайӑх социаллӑ реклама" номинацире ҫёнтерӳҫё пулса 1-мёш степеньлё диплома тивёҫрё Дарья.
Ҫёнтерӳҫёне малалла та ҫитёнӳсем тума сунатпӑр. |