Мартӑн 15-мёшне Пётём тёнчери потребительсен прависене хутёлемелли кун тесе йышӑннӑ. Ҫак кун потребительсен пурнӑҫёнче мёнлерех вырӑн йышӑннине пёлес тесе 9 класра вёренекенсем класс ертӳҫипе Евдокимова Н. А. пёрле шкул директорёпе Хуснетдинова Л. Г. калаҫу ирттерчёҫ. Ун хыҫҫӑн тӑван ялти тёрлё лавккана, ҫыхӑну уйрӑмне ҫитсе килчёҫ, сутуҫӑсен тата тавар туянакансен шухӑш - кӑмӑлёпе паллашрёҫ, тёрлё ыйтӑва сӳтсе яврёҫ. Аслисем те, шкул ачисем те лавккари таварсемпе, хакёсемпе кӑмӑллӑ, Чӑваш Енре туса кӑларакан продукци те хӑй пахалӑхне тивёҫтерни пурне те савӑнтарать. Интернет урлӑ ёҫлекен суту-илӳ лавккисем те потребительсене пысӑк ҫӑмӑллӑх панине палӑртрё Гаврилова Ирина. Пурнӑҫ хӑй саккунёсемпе аталанать, апла пулсан пирён те ҫак утӑмран кая юлмалла мар.112edited 12:36 |