Лагерьте кунсем пёлтерёшлё те усӑллӑ иртеҫҫё. Планпа палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи мероприятисем чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакана, аслӑ Улӑпӑмӑра - И. Я. Яковлева халалланӑ.
Чи малтанах ачасене Евдокимова Н. А. тата Иванова Ю. В. Яковлевӑн пурнӑҫёпе, ёҫё-хёлёпе паллаштарчёҫ. "Хёвел ҫулёпе" илемлё фильм пӑхни ачасен авалхи тата хальхи пурнӑҫне танлаштарма, хаклама пулӑшрё. Вёренӳ, ёҫ кирек хӑҫан та кирлё пулнине ҫирёплетме май тупса пачё.
И. Я. Яковлевӑн кӑмӑла кайнӑ калавёсене тёпе хурса ачасем хитре ӳкерчёксем ӳкерсе сӑрларёҫ. Кашни отряд тӑрӑшса ёҫлерё. "Утӑ ҫулни", "Автан", "Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури" ӳкерчёксем питё витёмлё пулса тухрёҫ, пурте 1 вырӑна тивёҫрёҫ.
Апатланнӑ хыҫҫӑн ачасем татах хӑйсен пултарулӑхёпе тёлёнтерчёҫ. "Лаша шырани", "Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури", "Юнтармӑш ", "Кулачӑ" калавсемпе инсценировка кӑтартса пачёҫ.
Лагерьти мероприятисем ачасене аталанма пулӑшаҫҫё, тавракурӑма ҫивёчлетеҫҫё. |