Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Тимеш вăтам шкулĕнче ĕçлĕ пулăмпа Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Надежда Григорьевна Иванова пулчĕ.
Пушă самантпа усă курса вăл 11-мĕш класс вĕренекенĕсемпе туслă калаçу ирттерчĕ, тăван чĕлхе тата литература ачасен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннипе кăсăкланчĕ.
Шкул пĕтерекен ачасене Патшалăх экзаменĕсене тивĕçлĕ тытса суйланă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме сунчĕ.
Чи асра юлмалли самант çакă пулчĕ: Надежда Григорьевна шкула пуш алăпа килмен, вăл Федераци патшалăх стандарчĕсене тĕпе хурса чăваш литератури урокĕсене çĕнĕ технологи меслечĕсемпе ирттерме 5-мĕш класс вĕренекенĕсене «Пĕтĕмлетÿ тĕрĕслев-хаклав ĕçĕсем» парнелерĕ.
«Малашне çаксемпе пиллĕкмĕшсем тăрăшсах ĕçлĕç, хăсен пĕлĕвне, текст тишкерĕвне тĕпе хурса аталанĕç»,- терĕ тав туса Надежда Алексеевна. |