«Кашни этемĕн чĕринче юратнă учитель валли вырăн пур. Çав ăшăтса тăрать çынна», — тет вăл. Сăмахăм Йĕпреç округĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, кăçал асăннă тăрăхра «Чи лайăх чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ» конкурсра çĕнтернĕ Надежда Евдокимова çинчен. Нумаях пулмасть Надежда Алексеевна «Вĕрентÿ сферинчи хисеплĕ ĕçчен» палла тивĕçнĕ.
— «Çамрăк çыравçă» кружок йĕркелерĕм. Унта сăвă çырма, ăна хитре калама вĕренетпĕр. Тĕрлĕ конкурса çÿретпĕр. Пултарулăх ĕçне явăçтарсан ачасем питĕ аталанаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Герман Лебедев ячĕллĕ лицейра иртекен «Букварьтен пуçласа чăваш литератури таранччен» конкурса кашни çул хутшăнаттăмăр. Яланах малти вырăнсене йышăнаттăмăр, - терĕ Надежда Алексеевна.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (03.10.2025) |